Дипломная работа

«Иккĕмĕш сыпǎк. Леонид Агаков хайлавĕсен поэтики»

  • 65 страниц
Содержание

Кÿртĕм….3

Тĕп пай….5

Пĕрремěш сыпǎк. Илемлě хайлавсен поэтика уйрǎмлǎхĕсем….…5

1 §. Проза хайлавěсен поэтика уйрǎмлǎхěсем….5

2 §. Леонид Агаковăн пурнǎç çулĕ…6

3 §. Çыравçăн литературǎри ĕçĕ-хĕлĕ….….12

Иккĕмĕш сыпǎк. Леонид Агаков хайлавĕсен поэтики….….22

1 §. «Салтак ачисем» повеçĕн тематики, жанрĕ, идейи, илемлĕх мелĕсем….23

2 §. «Ылтăн вăчăра» повеçĕн поэтики….27

3 §. «Шанчăк» хайлавǎн тематики, жанрĕ, идейи, илемлĕх мелĕсем….28

Виççĕмĕш сыпǎк. Леонид Агаков пултарулǎхне шкулта вĕрентес меслетлĕх….….….….….28

1 § Леонид Агаковǎн «Салтак ачисем » повеçне вĕрентессипе çыхǎннǎ урок конспекчĕ….

2 § Килти вулав урок йěрки….

Пĕтĕмлетÿсем….….52

Усǎ курнǎ литература….….….53

Введение

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн пынă аслă кĕрешÿре чăваш писателĕсен çулăмлă сăмахĕ, хĕрÿллĕн янăраса, тăван халăха куллен-кун хавхалантарса тăчĕ. Вăрçă çулĕсем калама çук йывăр пулчĕç пулин те, пирĕн писательсем çав вăхăтра очерксемпе калавсем, повеçсемпе пьесăсем нумай çырчĕç, хĕрÿллĕ сăвă-юрăсем хыврĕç. Вĕсем ялан халăхпа пĕрле пулчĕç, пурнăçпа тан утрĕç, вăрçăри тата тылри событисене курмасăр, асăрхамасăр, чун-чĕрепе туймасăр ирттермерĕç.

Л. Агаков пултарулăхĕ вăрçă вăхăтĕнче уйрăмах вăйлă çĕкленсе кайрĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пирĕн çарсен чаплă çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ хыççăн та Леонид Агаков тискер фашизма хирĕç пынă хаяр кĕрешÿ çулĕсем çинчен, çав тапхăрта чăн-чăн паттăрлах кăтартнă совет патриочĕсем çинчен сахал мар паха произведенисем çырчĕ. Тĕрĕссипе илсен, унăн вăрçă хыççăнхи пултарулăхĕнче çарпа патриотизм теми чи пархатарлă вырăн йышăнчĕ. Фронтран таврăнсан, вăл Тăван çĕр-шыв, тăван халăх ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн çапăçнă чăн-чăн патриотсем, хастар çынсем çинчен пысăках мар калавсемпе очерксем çырнă хушăрах чăваш вулаканĕсене вăрçă вăхăтне тĕрлĕ енчен сăнлакан пысăк калăплă произведенисем те сахал мар парнелерĕ. Аслă вăрçăра çĕнтернěренпе 65 çул çитрě, çапах Л. Агаковăн произведенийĕсем шкул программинче те, тĕрлĕ пухусенче те, критиксем тĕпченĕ ĕçсенче пысăк вырăн йышăнаççě.

Тěпчев ĕçĕн актуаллǎхĕ Л. Агаков хайлавěсен поэтикине чăваш литература критикинче ятарласа пур енлěн тěпчеменнинче. Л. Агаков пултарулăхě чăваш литература аталанăвěнче тивěçлě вырăн йышăнать. Унăн хайлавěсем вара тематика тата идея, сăнарлăх тěлěшěнчен пысăк пахалăхлă, мěншěн тесен тăван çěр-шыва чунтан юратма, тěрěслěхе хаклама, çынлăх туйăмне упрама хистеççě.

Диплом ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – Леонид Агаков хайлавĕсен поэтикине туллин тĕпчесси.

Тĕпчев ĕçĕн тĕп тĕллевĕ вакрах задачǎсем палǎртма май парать.:

1. Л. Агаковăн пурнăçĕпе пултарулǎхне сǎнласа парасси.

2. «Салтак ачисем» повеçěн поэтикине хак парасси.

3. «Ылтǎн вǎчǎра» повеçěн поэтика уйрǎмлǎхěсене тишкересси.

4. «Шанчǎк» романа идейǎпа тематика енчен тěпчесси.

5. Л. Агаков пултарулǎхне шкулта вěрентес меслетлěхе çырса кǎтартасси.

Диплом ĕçĕн тĕпчев объекчĕ тата тишкерÿ материалĕ вырǎнĕнче Леонид Агаков произведенийĕсем тǎраççĕ.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене пурнǎçлама çак меслетсемпе тата мелсемпе усǎ куртǎмǎр: сǎнав меслечĕ, тишкерÿ меслечĕ, тĕпчев меслечĕ, статистика меслечĕ.

Тĕпчев ĕçĕн теорипе меслетлĕх никĕсĕ шутне Н. Дедушкин, Г. Федоров, В.С. Чекушкин, Г.Я. Хлебников, Ю. Артемьев, Р.Н. Петрова, Д.С. Филиппова тата ытти тěпчевçěсен ĕçĕсем кĕреççĕ.

Диплом ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ Леонид Агаков хайлавěсен поэтикине туллин, пур енлĕн тишкерессинче.

Диплом ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ: пухса тĕпченĕ материалпа шкулта чǎваш литература урокĕсенче, кружоксенче тата аслǎ пĕлÿ паракан учрежденисенче спецкурссем ирттернĕ май усǎ курма пулать.

Тĕпчев ĕçĕн апробацийĕ. Диплом ĕçĕн темипе Зайнаб Биишева ячĕллĕ Çтерлĕ патшалǎх педагогика академийĕнче çулсерен иртекен «Молодежь. Прогресс. Наука» студентсен ǎслǎлǎхпа практика конференцийěнче 2010-2012 çулсенче, «Ухсаевские чтения» студентсен наукǎпа практика конференцийĕнче 2011 çулта тухса калаçнǎ.

Диплом ĕçĕн тытǎмě: тĕпчев ĕçне кÿртĕмрен, виçĕ сыпǎкран, пĕтĕмлетÿсенчен, усǎ курнǎ литературǎран йĕркелĕпĕр. Кÿртĕмре тĕпчев ĕçĕн актуаллǎхне, çĕнĕлĕхне, тĕллевĕсене, усǎ курнǎ меслетсемпе мелсене, теорипе практика пĕлтерĕшне палǎртǎпǎр. Пĕрремĕш сыпǎкра Леонид Агаков пурнǎç çулĕпе пултарулǎхне тĕпчесе тухǎпǎр. Иккĕмĕш сыпǎкра çыравçǎ хайлавĕсен идейǎпа тематика уйрǎмлǎхĕсене уçса парǎпǎр. Виççĕмĕш сыпǎкра Леонид Агаков произведенисене вǎтам шкулта чǎваш литература урокĕсенче вĕрентес меслетлĕхе çырса кǎтартǎпǎр. Юлашкинчен пĕтĕмлетÿсем тǎвǎпǎр, усǎ курнǎ литература списокне палǎртǎпǎр.

Фрагмент работы

Иккĕмĕш сыпǎк

Леонид Агаков хайлавĕсен поэтика уйрăмлăхĕсем

1 §. «Шанчăк» хайлавǎн тематики, идейи, илемлĕх мелĕсем

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пирĕн çарсен чаплă çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ хыççăн та Леонид Агаков тискер фашизма хирĕç пынă хаяр кĕрешÿ çулĕсем çинчен, çав тапхăрта чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă совет патриочĕсем çинчен сахал мар паха произведенисем çырнă. Тĕрĕссипе илсен, унăн вăрçă хыççăнхи пултарулăхĕнче çарпа патриотизм теми чи пархатарлă вырăн йышăннă. Фронтран таврăнсан, вăл Тăван çĕр-шыв, тăван халăх ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн çапăçнă чăн-чăн патриотсем, хастар çынсем çинчен пысăках мар калавсемпе очерксем çырнă хушăрах чăваш вулаканĕсене вăрçă вăхăтне тĕрлĕ енчен сăнлакан пысăк калăплă произведенисем те сахал мар парнеленĕ. Уйрăмах унăн «Ылтăн вăчăра» (1947), «Пĕр хулара» (1947), «Салтак ачисем» (1958-1964), «Кăсăя» (1965), «Яланах салтаксем» (1966-1971) повеçĕсене, «Шанчăк» романне (1969-1970) асăнмалла.

Леонид Агаковăн «Шанчăк» романĕ – Тăван çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçи темипе çырнă паха произведени. Унта чăваш халахĕ, унăн ывăл-хĕрĕсем ытти халăхсен ывăл-хĕрĕсемпе пĕрле, тăшмана хирĕç мĕн тери паттăр çапăçнине кăтартса панă.

Çак романра кăтартса панă тĕп герой – халăх. Романăн витĕр пыракан идейи халăхăн паттăрлăхĕ çинчен хăйĕн Тăван çĕр-шывне хÿтĕлекен халăхăн вăй-халĕ кĕрешÿре çĕкленсе пыни çинчен калакан, совет халăхĕпе çарĕ тăшмана аркатса тăкасса, вăрçă хыççăн паттăрсем çĕршерĕн те пиншерĕн тăван хуласемпе ялсене таврăнасса шанни çинчен калакан чаплă идея. Çакă вал романри кашни ырă геройăн ĕçĕпе кĕрешĕвĕнче, ĕмĕт-шухăшĕнче, вĕсен кашни утăмĕнче палăрать.

«Шанчăк» – патриотла произведени! Совет патриотизмĕ çĕр-шыври халăхсене яланах вăй парса тăнă. Вăрçăччен вĕсене социализм строительствинче хавхалантарнă, вăрçă вăхăтĕнче тăшмана хирĕç кĕрешме çĕкленĕ, халĕ коммунизм тăвас ĕçре пĕтĕм халăха çĕнĕ вăйпа хаваслантарать. Вăрçă тапхăрĕнче совет халахĕн интернационализмĕ те вăйлă палăрнă. Пирĕн паттăр çap, хамăр çĕршыва ирсĕр тăшманран хутĕлесе тата ташман аллине вăхăтлăха лекнĕ вырăнсене ирĕке кăларса, чаплăран та чаплă ĕç турĕ. Интернационализм идейисене чĕрепе acpax тытакан Совет Çарĕ Европăри ытти халăхсене те ирĕке тухма пулăшрĕ.

«Шанчăк» романри геройсем, патриотизм идейисемпе хавхаланса, пурнăçĕсене шеллемесĕр, тăшманпа кĕрешеççĕ, хашĕ-пĕрисем фашистсене инçетри çĕр-шывсенче тÿпкеççĕ (сăмахран, Сергей Пастухов Бельгире ытти çĕр-шывсен партизанĕсемпе пĕрле нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешет). Çавăн пек паттăрсене, паллах, унта интернационализм идейисем илсе çитернĕ.

Совет халăхĕн паттăрлăхĕ, патриотизмĕ, интернационализмĕ «Шанчăк» романăн никĕсĕнче тăраççĕ. Вĕсем романри геройсене вăй параççĕ, сÿнми шанчăкпа пурăнма вĕрентеççĕ. Камăн шанчăк пур, вăл темле йывăрлăха та çĕнтерет! – шанчăк пуррисем яланах телейлĕ!

«Шанчăк» роман 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ çинчен çырнипе мар, 1944 çулхи январьпе февраль кунĕсем çиичен çырнипе пуçланать. Çапах та унта, вăрçăн юлашки виç-тăват кунне шутламасан, 1941-1945 çулсенчи вăрçă тапхăрне пĕтĕмĕшпех куратăн. Роман 1945 çулхи майăн 1-мĕшне уявланипе вĕçленет. Юлашки страницисенче Совет Çарĕ фашизмăн тĕп йăвине, Берлина, çитсе кĕнĕ, вăрçă кĕç-вĕç пĕтес кунсем çинчен çырнă.

Л. Агаков романăн хăйне тивĕçлĕ сюжет, хăйне тивĕçлĕ çыхăнусемпе салтăнусем (завязкăсемпе развязкăсем) пур. Вĕсене çыхаканĕсемпе салтаканĕсем – романри геройсем. Вĕсемех унти ĕссене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса аталантараççĕ. Вĕсемех малалла илсе пыраççĕ. Анчах романри мĕн пур ĕçсем, мĕн пур геройсем, пĕтĕмпех пурнăçри пек пулин те, писатель пултарулăхĕ йĕркеленĕ, писатель шухăшĕ шухăшласа туна ĕçсем; геройĕсем – писатель пин-пин çын хушшинче тупнă геройсем.

«Шанчăк» романăн малтанхи страницисенче фронт çывăхĕнчен санитарнăй пуйăс килни çинчен çырнă. Унта – çапăçура аманнă салтаксемпе офицерсем. Вĕсене тылри госпитале сывалма асатаççĕ. Ака, пуйăс Мускава çитет; унта кăштах чарăнса тăнă хыççăн Арзамасра пулать; юлашкинчен, Канаша çитсе чарăнать. Аманнă воинсем кайрантарахпа хăйсем тахçанах пĕлме тăрăшнине пĕлеççĕ: вĕсене сывалма илсе каякан госпиталь таçта Çĕпĕрте мар иккен,Чăваш республикин тĕп хулинче – Шупашкарта [7: 305].

Роман сюжечĕ ытлашши кăткасах та, çăмăлах та мар. Пуйăс фронт çывăхĕнчен Шупашкара тăват-пилĕк кун хушши килет. Вăрçă пуçланнăранпа виçĕ çула яхăн иртнĕ ĕнтĕ. Совет салтакĕсемпе офицерĕсем çав вăхăт хушшинче, тĕрлĕ фронтсенче пулса, вăрçăн йывăрлăхĕсемпе хăрушлахĕсене пайтах тÿссе курнă. Санитарнăй пуйăспа кплнĕ воинсем пурте çавăн пек çынсем. Вĕсем нумаййăн. Романăн тĕп геройĕсем çав йышра килеççĕ.

Роман авторĕ хайĕн геройĕсем пуйăспа килнĕ кунсенче мĕн-мĕн тунине, мĕн-мĕн шухăшланине, мĕн-мĕн калаçнине çеç мар, çав геройсем 1944 çулччен, вăрçă пуçланнă кунсенчен тытăнса, фронтсенче мĕнле пурăннине, тăшмана хирĕç мĕн тери паттăр кĕрешнине кăтартса парать, вĕсен паттăрлăхĕн тупсăмне уçса кăтартать. Çавăнпа пĕрлех тата роман геройĕсем вăрçăччен мĕн туса пурăнни, ăçта вĕренни çинчен те, ашшĕ-амăшĕ, тус-юлташĕ кам пулни çинчен те пĕлтерет. Вĕсен шухăш-кăмăлне те палăртать. Чи пахи – геройсен çапăçури паттăрлăхне сăнласа пани.

Пуйăс, фронт енчен килекенскер, Брянск станцинче тăрать. Риммăсен вакунне аманнисене темиçе çын илсе кĕртеççĕ, иккĕшне Римма выртакан купене вырнаçтараççĕ. Вĕсем çинчен те автор халлĕхе пĕр-ик сăмах çеç калать: «.Икĕ çын илсе пычĕç, - тет вăл, - малтан сулахай алли аманнă сарлака питлĕ те хĕсĕкрех куçлă, лутрарах пÿллĕ çамрăк салтака, унтан - хура сухалне чылайранпа хырман, пĕр урине гипс ăшне пытарнă çынна» [8:170 ].

Малалла эпир çак виçĕ çын çинчен акă мĕн пĕлетпĕр. Хулĕ аманнă хĕр – Римма Сурская - Чăваш педагогика институтĕнчи филологи факультечĕн иккĕмĕш курсĕнчен хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Комсомолка. Фронтра вăл медсестра пулнă. Сарлака питлĕ салтак Тимофей Сарьялов вăрçă умĕн Хусанти консерваторие вĕренсе пĕтернĕ. Музыкант. Шупашкара радиора ĕслеме килнĕ. Вăрçăра сержант пулнă, çапăçypa сулахай аллин виçĕ пурни татăлнă. Хура сухалли Андрей Кованый, лейтенант, разведчик, украинец, рабочи. Виççĕшĕ те çамрăксем.

Çак виçĕ герой, ытти хăш-пĕр геройсене шутламасан, романăн пуçламăшĕнчен тытăнса мĕн вĕçне çитичченех вулакан куçĕнчен çухалмаççĕ. Вĕсем – тĕп геройсем. Ыттисенчен нумайăшĕ – вĕсен таврашĕнчи геройсем – эпизодла сăнарсем. Хăшĕсем нумаях та тăмаççĕ, куçран çухалаççĕ. Çапах та вĕсем романра ытлашши çынсем мар: вĕсен кашнин хăйне тивĕçлĕ вырăнĕ пур, вĕсем мĕнле те пулин майпа, сăлтавпа тĕп геройсемпе çыхăнса тăраççĕ, ĕçлеççĕ, ырă ĕçĕсемпе, ырă шухăшĕсемпе тĕп геройсем патне çывхăраççĕ. Вĕсен ĕçне-хĕлне тулллинрех курма пулăшаççĕ.

Римма, вăрçă пуçлансан, институтра вĕренме пăрахса, медсестрасен курсне кĕрет. Курсран вĕренсе тухсан, пĕр хушă запасри полкăн санчаçĕнче ĕçлет. Нумаях та вăхăт иртмест, Риммăпа хăй хистесе ыйтнипе, полкпа пĕрле фронта яраççĕ. Çул çинче вăл хăй сестрара ĕçлекен рота командирĕпе тата политрукĕпе паллашать. Паллашсан, хытă тĕлĕнет: «Рота командирĕ чăвашсен паллă писателĕсенчен пĕри иккен».

«Шанчăк» романа вуланăçемĕн эпир унта кăтартнă писательпе паллашса çитетпĕр, ăна хисеплеме, юратма тытăнатпăр, ятне-шывне пĕлетпĕр. Вăл – Иван Васильевич (псевдонимĕпе каласан – Иван Актай).

Чăваш республикинче йĕркеленĕ запасри полкăн пĕр роти фронта çитет. Римма хăйсен ротипе пĕрле малти линие кайма килĕшет. Анчах ăна, хăй хăнăхса çитнĕ çынсенчен, Васильев ротинчен, уйăраççĕ те медсанбатра хăвараççĕ. Унта вăл ытти сестрасемпе паллашать. Вĕсем - вырăс хĕрĕсем: Таня Лаврова, Вера Пичугина (Пĕчĕк Вера), Женя Маслова, Ирина тата ыттисем те. Пурте 19-20 çулхи илемлĕ, хаваслă хĕрачасем. Римма та вĕсемпе тантăш хĕрача. Кашниех çута ĕмĕтпе пурăнать, ырă пуласлăха çывхартма тăрăшать.

Римма тăшмана çĕнтерес, вăрçăран сывă таврăнас шанчăкпа пурăнать. Ыттисем те çавах: вĕсем хăйсен чĕрери шанчăкне – пурăнас шанчăка! - пĕр самантлăха та манмаççĕ (сăмах май çакна палăртас килет: Леонид Агаков, шăпах паттăр воинсен ĕмĕт-шанчăкне асра тытса, хайĕн романне «Шанчăк» ят панă).

Фронтри врачсемпе сестрасен ĕçĕ, уйрăмах çапăçусем пынă кунсенче çăмăл пулман. Вĕсем, медсанбатсенче сывлăш çавăрса илме ĕлкĕреймесĕр тенĕ пек, апат çинчен те, ыйхă çинчен те манса кайса ĕçленĕ. Хашĕсем чипер утнă çĕртех такăнакан, тăна çĕртех, куç хупмасăрах, çывăрса каякан пулнă. Çапах та хăйсен ĕçне манман, тумаллине тунă, – паттăр çапăçса аманнă воинсен пурнăçне çăлса хăварнă.

Римма та çавăн пекех, ирне-каçне, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, хайĕн çĕршыв умĕнчи тивĕçне çивĕччĕн туйнă.

Пĕррехинче медсанбата, асăннă писатель ротинчен командир связнойне, Володя Аруткина, вăйлă аманнăскере, илсе килеççĕ [8:198].

Кăкăртан аманнă салтакăн сăнĕ шап-шурă. Вилнĕ пекех: ним хускалмасăр выртать. Сывлани те кăшт çеç сисĕнет.

Медсанбатра операци туса, Володя Аруткин кăкăрĕнчен снаряд катăкĕ кăлараççĕ. Вилес патне çитнĕ салтака вăй кĕртме, сывă хăварма, пурнăç пама унăн юн тымарне юн ямалла. Пĕрремĕш группа юнĕ. Анчах ун пек юн медсанбатра пĕтнĕ. Мĕн тумалла?

Володя Аруткина, юн парса, çăлса хăварма Римма медсестра килĕшет, унăн ентешĕ пулнипе те мар, лайăх каччă пулнипе те мар, - çын пурнăçне, тем пулсан та, çăлса хăварас тенипе килĕшет.

Шăпах çак самантра тулта тăшман снарячĕ ÿксе çурăлать. Чÿречери кантăксем чĕтренсе илеççĕ. Римма çĕкленме пикенет - тăраймасть; вăйĕ пĕртте юлман, алли-урине йывăçран тунă тейĕн, пачах та туймаççĕ. Çакăн хыççăн Риммăна хăйне те темиçе кун хушши сыватаççĕ. Кайрантарахпа Римма çеç мар, йывăр аманнă Аруткин та чиперех сывалать. Кун пек паха ĕçе патриотла ĕç темесен, мĕнле ĕç темелле-ха?

Рота командирĕ Васильев-Актай писатель Риммăн хăюлла ĕçĕ пирки Шупашкара чăваш хаçатне çырса яма шутлани çинчен пĕлтерсен, сестра-патриотка, хĕрелсе кайса, ан çырар тесе ÿкĕтлет. Тепри пулсан, хайне урăхла тыткаланă пулĕччĕ,анчах Римма ун пек мар: вăл – питех те сăпай çын, паха ĕç тусан та унăн мухтанас шухăш çук. Çынна сăпайлăх илем кÿрет тени Риммăшăн питех те вырăнлă.

Римма аманнă темиçе салтака малти линирен илсе тухать. Вĕсене пулăшать. Снаряд шăтăкне шыва ÿксе чĕркуççине ыраттарать. Тĕттĕм çĕрте уксахла-уксахла çÿрет. Çавăн чухне вăл аманнă салтаксем хушшинче фашистпа тĕл пулать. Ирсĕр юнĕçен сестрана вĕлерме тăрать. Кам-кама?. Хăшпĕр енчен пăхсан, медицина работникĕн çынна, вăл тăшман пулсан та, вĕлерме юрамасть, теççĕ. Анчах вăл сана, медсестрана, вĕлерме шут тытрĕ пулсан, мĕн тумалла-.ха?

Риммăна сĕм-çĕрле, никам çук çĕрте, вилесем хушшинче, аманнисем ахлатса пулăшу ыйтнă çĕрте, фашистпа пĕр-пĕччен, куçа-куçăн тăрсан хайхи «вальтер» пистолет вилĕмрен хăтарать. (Чехов çапларах каланăччĕ: кунта пăшал çакăнса тăрать пулсан, кирлĕ çĕрте вăл пемелле.)

Кайран, кăштах вăхăт иртсен, Иван Актай Римма Сурская паттăрлăхĕ çинчен «Чăваш Коммуни» хаçатра «Фронтри патриотка» ятлă очерк çырса кăларать. Унта Риммăна «хĕрÿ чĕреллĕ комсомолка», тенĕ. Хаçатне пединститут студенчĕсем фронта Римма патне ярса парсан, сестрасем унта мĕн-мĕн çырнине ыйтма тытăнаççĕ. Сан çинчен çырнă-им? Мĕн тенĕ? - ыйтаççĕ. Римма вăтаннипе яланхи пекех хĕрелсе каять. Тунма тытăнать. Мĕншĕн тесен Римма хăйне мухтанчăк тесе шутласран хăрать. «Эпĕ вăрçăра нимех те туман-çке, мĕн çырмалли пур ман çинчен? Мĕншĕн ун пек хăтланнă-ши Иван Васильевич?» - тет вăл хăй ăшĕнче.

Куртăр-и, Римма Сурская, халăх сăмахĕсемпе калас-тăк, шывра та пулать, вутра та, - çапах та хăйĕн сăпайлăхне çухатмасть, вăрçăри хăюлăхне çаплипех упрать çеç те мар, ăна пушшех те вăйлатать. Фронтри массăллă героизм Риммăна та хавхалантарнă, вăй панă.

Вăрçăри ĕçсене, вăрçăри кĕрешĕве чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ воинсем – мухтава тивĕçлĕ, телейлĕ çынсем. Вěсен чун-чĕри, шухăш-кăмăлĕ пирĕн çĕршыв тăшманĕсем саракан элек пек пулман, çук, пачах та ун пек пулман! Паттăрсен шухăш-кăмăлĕ, сăн-сăпачĕ ĕмĕрлĕхех илемленсе юлнă. Ырă геройсен сăнарĕн вăйĕпе илемĕ халĕ те çурхи ăшă хĕвел çути пек ылтăнăн-кĕмĕлĕн курăнса тăрать, çĕнĕ ăрусене малалла чĕнет. Малалла чĕнекен вăйпа илем, халăх пурнăçне витĕр витнĕскер, малашнехи паттăр ĕçĕнче те пурăнĕ, пин-пин тĕспе чечекленсе аталанĕ, нсторире хăйне тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Çавăн пек вăл ăруран ăрăва пыракан традици!

«Шанчăк» романри ырă геройсенчен тепри тесе Васильев-Актай писателе калас пулать. Васильев писатель иккенне малтан унта пĕлмеççĕ-ха. Аманса медсанбата лексен, медсанбат комиссарĕ унпа сывах паллашать те ун çинчен политотдела пĕлтерет. Кайран вара сывалнă офицера ротăна мар, дивизи хаçатне ĕçлеме яраççĕ, редакци секретарĕ таваççĕ.

Римма, фронта Васильевпа пĕрле килнĕскер, писательпе халĕ те час-часах тĕл пулса калаçать. Вĕсем Чăваш республикине, Шупашкара ас илеççĕ, литература çинчен те сăмах хускатаççĕ.

Римма хăйĕн хĕр тусĕсене те, Васильева та хайĕн юратнă каччи çинчен темиçе хут та каласа парать. 1940 çулта вăл пединститутра вĕреннĕ чух Сергей Пастухов студентпа паллашнă. Çав çулхине Сергей институт пĕтернĕ те Хĕрлĕ Çара кайнă. Ăна, институтрах ĕçлеме хăварас тесе, çара каясран льгота та пама пулнă. Анчах Пастухов килĕшмен: ытларах хайĕн пĕр тивĕçĕ çинчен – çара кайса Тăван çĕр-шыва пăшалпа хÿтĕлеме вĕренесси çинчен шухăшланă.

Сергей, аслă пĕлÿ илнĕскер, 1940 çултах вăрçă пирки те шухăшлать. Вăрçă пулас пулсан, тет вăл, пушшех е çара каймалла: пирĕн пурин те пăшал тытма пĕлмелле. Унан шучĕпе, пĕр пуçлансан – истори халиччен курман хăрушă тытăçу пулма пултарать. Вăл вăрçăра, ĕлĕкхи пек, патшалăхпа патшалăх, пĕр халăхпа тепĕр халăх мар, пĕр-пĕринпе нихăçан килĕштерме пултарайман икĕ вăй, икĕ система, икĕ обществăлла йĕрке – социализмпа империализм çапăçаççĕ. Пастухов каланă тăрăх, социализм çĕнтермелле, вăл епле пулсан та çĕнтеретех, анчах фашизма çĕнтерме вăй нумай кирлĕ пулать.

Тĕрĕссипе илсен, ку вăл пĕр Сергей Пастухов шухашĕ çеç мар, вăл- хĕрĕхмĕш çулсенчи пĕтĕм халăх шухăшĕ. Коммунистсен партийĕ совет халăхне сыхă тăма, хамăр Тăван çĕршыва тăшман тапăнас-тăвас пулсан, ăна хирĕç пĕр шиксĕр тухма вĕрентнĕ. Сергей Пастуховпа Римма Сурская, икĕ хастар çамрăк, хăйсен идеологине çав шухăша пăхăнтарса йĕркеленĕ, ăна вăрçăра та çирĕп тытса пынă.

Заключение

Çак тěпчев ĕçĕнче Леонид Агаковǎн хайлавěсен поэтика уйрăмлăхěсене пǎхса тухрǎмǎр. Ку ят чăваш вулаканĕшĕн питĕ çывăх. Ĕмĕр тăршшĕпе лăш курмасăр çырнă ăста; тĕрлĕ жанрсене (роман, повесть, калав , новелла, очерк, тĕрленчĕк, статья) алла илнĕ автор. Литература анине 14-16 çултах ура ярса пуснă ĕçчен. Чăн-чăн литература çулĕ ун 1928 çултан пуçланнă, анчах вак-тĕвек заметкăсем 1924 çултах кун кура пуçлаççĕ. Аслисем ырă сунса хавхалантарнăшăн пуç çĕклеми тенешкел çыра пуçлать Агаков.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн çарсен чаплă çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ хыççăн та Леонид Агаков тискер фашизма хирĕç пынă хаяр кĕрешÿ çулĕсем çинчен, çав тапхăрта чăн-чăн паттăрлах кăтартнă совет патриочĕсем çинчен сахал мар паха произведенисем çырчĕ. Тĕрĕссипе илсен, унăн вăрçă хыççăнхи пултарулăхĕнче çарпа патриотизм теми чи пархатарлă вырăн йышăнчĕ. Фронтран таврăнсан, вăл Тăван çĕршыв, тăван халăх ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн çапăçнă чăн-чăн патриотсем, хастар çынсем çинчен пысăках мар калавсемпе очерксем çырнă хушăрах чăваш вулаканĕсене вăрçă вăхăтне тĕрлĕ енчен сăнлакан пысăк калăплă произведенисем те сахал мар парнелерĕ. Уйрăмах унăн «Ылтăн вăчăра» (1947), «Пĕр хулара» (1947), «Салтак ачисем» (1958-1964), «Кăсăя» (1965), «Яланах салтаксем» (1966-1971) повеçĕсене, «Шанчăк» романне (1969-1970) асăнмалла.

Паллă ĕнтĕ, вăрçă çулĕсенче фашистла вăрă-хурахсене хирĕç кĕрешес ĕçре пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле ачасем те пысăк паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем ун чухне никам тытайми связнойсем, разведчиксем, харсăр партизансем пулнине пурте пĕлеççĕ. Кунпа пĕрлех çав йывăр вăхăтра ачасем колхозсенче, фабрикăсемпе заводсенче ырми-канми ĕçлесе те фронта сахал мар пулăшнă. Фронтра е партизансен отрячĕсенче хастаррăн çапăçнă тата колхозсенче, предприятисенче пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ чылай ачасем правительство наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Шăпах çавнашкал хастар чун-чĕреллĕ çамрăк патриотсене сăнласа кăтартать те ĕнтĕ Леонид Агаков эпир тин çеç асăннă произведенисенче. Вĕсенче совет ачисен вăрçă çулĕсенчи паттăр ĕçĕ-хĕлĕ куçа курăнмалла уççăн тухса тăрать, нумайлăха асра юлать.

Список литературы

1. Агаков Л.Я. Вǎрçǎ кĕрленĕ чух .- Шупашкар, 1973. – 454 с.

2. Агаков Л.Я. Качака такисем. Калав // Ялав. – 1997. – №8. – 68-75 с.

3. Агаков Л.Я. Салтак ачисем. – Шупашкар, 1990.

4. Агаков Л.Я. Салтаксем. – Шупашкар, 2002.

5. Агаков Л.Я.Сиенлě чап. – Шупашкар, 1969.- 164с.

6. Агаков Л.Я. Хастарлǎх. – Шупашкар, 1958.- 138с.

7. Агаков Л.Я. Ылтǎн вǎчǎра. – Шупашкар, 1991.

8. Агаков Л.Я. Юманлǎхра çапла пулнǎ. – Шупашкар, 1993. – 286 с.

9. Дедушкин Н.С. Писатель-салтак. – Шупашкар, 1993. – 72 с.

10. Власова Р. «Вилнисене те, пурǎнакансене те чыслама пĕлместпĕр» / Р. Власова // Хыпар. – 2000. – 20 ака (апрель). – 3 с.

11. Долгов В.А. Ырǎ сǎнар илемĕ. Критикǎлла статьясем. – Шупашкар: Чǎваш кĕн. изд-ви, 1978. – 108-158 с.

12. Ефимов Г. Писатель-салтак // Тǎван Атǎл. – 1995. – 4 №. – 63-64 с.

13. Малов А. Сулмаклǎ сасǎ. Леонид Агаков çуралнǎранпа 80 çул çитнĕ май // Ялав. – 1990. – № 4. – 28-29 с.

14. Прокопьев И. «Тата витĕмлĕрех каласа кǎтартас килет…» // Ялав. – 1996. – 2 №. – 110-112 с.

15. Смирнова Н. «Ылтǎн вǎчǎра» , «Юманлǎхра çапла пулнǎ» кĕнекесен авторне асǎнса // Хыпар. – 1995. – 20 ака (апрель). – 3 с.

16. Станъял В. Паттǎрлǎх çуттипе. Леонид Агаков çуралнǎранпа 80 çул çитрĕ // Тǎван Атǎл. – 1990. – № 4. – 65-67 с.

17. Филиппова Д.С., Атласкина Л.И. VI класра тǎван литература вĕрентес меслет кǎтартǎвĕсем. – Шупашкар: Чǎваш кĕн. изд-ви, 1994. – 104с.)

18. Ялкир П. Леонид Агаков кĕнеке сутать. // Хыпар. – 1999. – 19. кǎрлач (январь). – 4 с.

Покупка готовой работы
Тема: «Иккĕмĕш сыпǎк. Леонид Агаков хайлавĕсен поэтики»
Раздел: Разное
Тип: Дипломная работа
Страниц: 65
Цена: 1600 руб.
Нужна похожая работа?
Закажите авторскую работу по вашему заданию.
  • Цены ниже рыночных
  • Удобный личный кабинет
  • Необходимый уровень антиплагиата
  • Прямое общение с исполнителем вашей работы
  • Бесплатные доработки и консультации
  • Минимальные сроки выполнения

Мы уже помогли 24535 студентам

Средний балл наших работ

  • 4.89 из 5
Узнайте стоимость
написания вашей работы
Популярные услуги
Дипломная на заказ

Дипломная работа

от 8000 руб.

срок: от 6 дней

Курсовая на заказ

Курсовая работа

от 1500 руб.

срок: от 3 дней

Отчет по практике на заказ

Отчет по практике

от 1500 руб.

срок: от 2 дней

Контрольная работа на заказ

Контрольная работа

от 100 руб.

срок: от 1 дня

Реферат на заказ

Реферат

от 700 руб.

срок: от 1 дня

682 автора

помогают студентам

23 задания

за последние сутки

10 минут

среднее время отклика